«Лайăх» тесе илетпĕр, кайран вара чирлетпĕр е кушак мĕншĕн кăлпасси çимест?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-29 08:34:36 Версия для печати
МĔНЛЕ кăна лавкка çук-ши Шăмăршăра: «Магнит», «Пятерочка», «Сахарок»... Пур çĕрте те сентре тулли тĕрлĕ апат-çимĕç, улма-çырла, сĕт-çу... Ача чухне пире сакăрвуннăмĕш çулсенче çĕршывра коммунизм пулать тесе ĕнентерни тинех пурнăçланчĕ-ши? Укçу пулсан, килти хуçалăхра нушаланмасăрах холодильнике апат-çимĕç продукчĕсемпе тултаратăн. Чăх çăмарти те, автан тукмакĕ те, ĕне çăвĕ те, хăймапа тăпăрч та, кăлпасси те сутаççĕ. Лавкка мар, çăтмах (рай) тейĕн. Ангелсем çеç курăнмаççĕ.
Çапах куçа илĕртекенни пурте лайăх та усăллă теме çук иккен. Акă, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитсен ертỹçисемпе çак эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланă: «Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх, суту-илỹре паян сĕт юр-варĕн 30 проценчĕ - контрафакт: ỹсентăран çăвĕпе хутăштарни тата типĕ сĕтрен хатĕрлени».
Ирĕксĕрех çакăн пек ыйту тухса тăрать: усăллă-и çыншăн лавкка сĕчĕпе ытти юр-вар?
«Сĕт ĕçсемĕр, ачасем, пулĕç сывлăх та илем!» - тетчĕç ĕлĕкрех тухтăрсем. Халĕ ун пек каламаççĕ, калама май та çук: лавккара чăн-чăн сĕт сутмаççĕ, çăвĕ те, тăварукĕпе сырĕ те, хăйми те чăн-чăнни мар иккен. Фальсификаци сĕт-çу продукчĕсем туса кăларакан промышленноçра тарăн тымар янă. Пальма çăвĕпе анлă усă курнăран, фальсификат хисепĕ 60 процентран та иртет. Хăш-пĕр заводсенче халĕ суя продукци туса кăларасси йăлана кĕрсе кайнă: йỹнĕ пальма çăвĕпе, çыншăн вăл сиенлĕ пулнине шута илмесĕр, тони-тоннипе усă кураççĕ. Тухтăрсем пальма çăвĕпе хатĕрленĕ сĕт-çу продукчĕсене пĕрмай çисен онкологи чирĕсемпе аптăрас хăрушлăх пурри пирки асăрхаттараççĕ. Европăри çĕршывсенче пальма çăвĕпе усă курма пачах та чарни те çакнах çирĕплетет.
Эпир вара сĕт-çу продукчĕсен 90 процентĕнче питĕ нумай пальма çăвĕ пулсан та лăпланса пурăнатпăр. Пальма çăвне ача-пăча валли хатĕрленĕ продуктсене - çав шутра мороженăйпа конфета, чипсыпе попкорна - хушни те сывлăхшăн лайăх япала мар.
«Халĕ кăлпассирен те аш шăрши кĕмест», - теççĕ аслăрах çулхи çынсем. Чăнах та, унта выльăх ашĕ - 10 процент, чăх какайĕ - 30 процент, соя белокĕ - 25 процент, эмульсисем - 25 процент, çăнăх - 8 процент, тутă кĕртмелли япаласем - 2 процент тесе çырнă-ха. Аш хисепĕ 40 процент пек курăнсан та кăлпассирен ун шăрши пачах та кĕмест. Мĕншĕн çапла-ши? Тавар туса кăларакансем аш-какай юлашкисемпе çеç усă кураççĕ иккен: пырши-пакарти, хỹри, тирĕ... Кăлпассин тĕсĕ те симĕс, пăрахса парсан ăна кушак та çимест.
Çыншăн сывлăхран хакли урăх нимĕн те çук. Çавăнпа та ялта выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакалпа чăх-чĕп усрама, пахча çимĕç çитĕнтерме тăрăшмалла, «лавккаран туянатпăр» тесе юлхавланмалла мар.
Шел те, районти ялсенче ĕнесен йышĕ чакса пыни, хăшĕ-пĕри нимĕнле выльăх та усраманни хытах палăрать. Шăмăршăсем çĕр улмипе сухана та, ытти пахча çимĕçе те, чăх çăмартине те лавккаран туянма тытăнчĕç. Укçа тỹле те, хуть те хăш апат- çимĕç продуктне те туянма май пур. Кайран вара ачасем тата хамăр тĕрлĕ чирпе аптăрама тытăннинчен тĕлĕнетпĕр: нимех те çименччĕ-çке, лавккаран илнине кăна...
Экологи тĕлĕшĕнчен таса, хамăр алăпа çитĕнтернĕ-туса илнĕ продуктсене çемйипех çисе савăнма пире мĕн чăрмантарать-ши?
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru