Çĕнелет çурт çивиттийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-29 08:30:31 Версия для печати
ремонт крыши ул Космовского дом 30.jpg
ПИРĔН района куллен тĕрлĕ çын килет те каять, Шупашкар енчен те, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен те, Тутарстанран та хăнасем килсех тăраççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн ватă Шăмăршă юлашки çулсенче çĕнелсе илемленнине асăрхаççĕ, «Пĕчĕк хула пекех», - текенсем те пур. Ырă сăмах, паллах, савăнтарать, район центрĕн илемĕшĕн тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.
Акă, хальхи вăхăтра эпир Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 30-мĕш çурт çивиттине çĕнететпĕр. Çак çурта 1982 çулта тунă, шифер çивиттийĕ йăлтах кивелсе çитнĕ. Халĕ хĕрлĕ-сарă тĕслĕ профнастилпа витетпĕр.
Материал хакне тата ĕçленĕшĕн тỹленине шутласан, 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх ĕç тумалла. Çак укçа йăлтах - капиталлă юсав фондĕнчен. Ку фонда 2014 çулхи декабрьте туса хунăччĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем валли нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен пухăнакан укçа хисепĕ 73 процентпа танлашать. Ку тĕлĕшпе эпир республикăри 26 муниципалитет хушшинче 10-мĕш вырăн йышăнатпăр. Юлашки виçĕ çул хушшинче çак фонда пуçтарăннă укçа-тенкĕпе Космовский урамĕнчи 9-мĕш тата 28-мĕш çуртсен çивиттийĕсене те çĕннипе улăштарма пултартăмăр.
Сăмах май, эпир халĕ ĕçлекен 30-мĕш çуртра 2016 çулта электрооборудование те тĕпрен çĕнетнĕччĕ.
Хаçатра вырăн панипе усă курса, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене эпĕ капиталлă юсав ĕçĕсен фондне пуянлатассишĕн тăрăшма чĕнсе каласшăн. Çак фондра укçа мĕн чухлĕ пулнинчен эсир пурăнакан çурт илемлĕ те хăтлă пуласси нумай килет.
А.САДРЕТДИНОВ,
«УК «Жилкомсервис» ООО директорĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru