Аркадий ШАМЕЕВ: «50 метр тăрăшшĕ витене пĕччен купаларăм»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-26 08:25:07 Версия для печати
IMG_7651.JPG
ИРТНĔ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче речĕпех йывăç çуртсем ларакан Шăмăршă ялне те хула сăнĕ кĕме пуçланă. Ленин урамĕнче харăсах нумай хваттерлĕ виçĕ çурт никĕсне янă, строительство ĕçĕсене коммуналлă хуçалăх предприятийĕ пуçăннă.
Кирпĕч çурт хăпартма каменщиксем çав тери кирлĕ пулнă. Шăпах çак вăхăтра - 1961 çулхи сентябрьте - Çĕнĕ Шăмăршă йĕкĕчĕ Аркадий Шамеев коммуналлă хуçалăхра ĕçлеме тытăннă.
- 1959 çулта эпĕ вербовка йĕркипе Оренбург облаçне тухса кайнăччĕ, - аса илсе каласа парать паян Аркадий Александрович. - Унта пилĕк хутлă çуртсем хăпартнă çĕрте вăй хутăм, ĕçленĕ хушăрах каменщик профессине те алла илтĕм. Яла таврăннă чух мастер мана мастерок парнелерĕ. Çак мастерокпа çирĕм çул хушши Шăмăршăра кирпĕч хутăм. Ун чух районта каменщик ĕçне пĕлекен çынсем çукпа пĕрехчĕ, мастер çамрăксене ман çумма çирĕплетнипе вĕсем ăсталăха хăнăхрĕç.
Аркадий Александровичпа иртни çинчен сăмахласа лартăмăр, вăл хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне ассăн сывласа аса илчĕ.
- Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан темиçе кунтанах фронта тухса кайнă. Эпĕ ун чух виççĕре кăна пулнă-ха. Вăрçă вăхăтĕнчи выçăллă-тутăллă пурнăçа тỹссе ирттерни манăçмасть. Шăмăршă шкулĕн ултă класне пĕтерсен малалла вĕренеймерĕм - килте ĕçлекен кирлĕччĕ. Колхозра лашапа утă-улăм турттарнă, фермăра выльăх пăхнă. Çапла сисмесĕрех, выляса кулмасăрах ачалăхăм иртрĕ те çухалчĕ.
Йĕкĕт çулне те çитрĕм. Çын пек тумланас килетчĕ. Колхозра укçа памаççĕ. Аякка тухса тарма та май çук: паспортсăр ăçта каяйăн? Вара вербовка йĕркипе тĕнчене тухрăм. Каменщик специальноçĕ мана пурнăç тăрăшшĕпех кирлĕ пулчĕ.
«Шемуршинский» совхозра ĕне вити тăвасси пирки калаçнине илтрĕм те, ĕçе илме ыйтрăм. 50 метр тăрăшшĕ, 18 метр сарлакăш витене кирпĕчрен пĕчченех купаларăм. Ун хыççăн тепĕр вите те хăпартрăм. Чăнах та, раствор хатĕрлекен, кирпĕч парса тăракан рабочисем пурччĕ ĕнтĕ. Тỹсме çук шăрăх-и, çумăр çăвать-и, çан-çурăма çỹçентерсе сивĕ çил касать-и - мастерока алăран яман. Ял çыннисене те кирпĕчрен çурт-хуралтă çĕклеме пулăшнă.
«Шемуршинский» совхозăн икĕ хутлă кантурне те эпех купаланă. Канашри 400-мĕш номерлĕ ПМК администрацийĕ мана Хисеп грамотипе чысларĕ. «Коммунизмла ĕç удар- никĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсемпе те хавхалантарчĕç. Манăн «Ĕç ветеранĕ» медаль те пур. Шăмăршăри газ участокĕнчен тивĕçлĕ канăва кайрăм.
Аркадий Александрович хăйĕн мăшăрĕпе - Мария Степановнăпа - икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ, виççĕшне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çичĕ мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук вĕсене савăнăç кỹреççĕ.
Шамеевсем Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчи Кудряшов артист ячĕллĕ урамра пурăнаççĕ. Çулсем чылай пулин те (Аркадий Александрович кăçалхи майăн 27-мĕшĕнче сакăрвунă çул тултарнă, Мария Степановна - çитмĕл çиччĕре) килти хуçалăхра ĕнепе сысна усраççĕ, пахчинче те пурте йĕркеллĕ.
- Ялта ĕне усрамасан - çылăх, - тет ĕç ветеранĕ. - Сывлăх пулсан малашне те усрасчĕ-ха, сĕт-турăхĕ те, çăвĕ те çыншăн усăллă вĕт. Мăнуксем те лавкка сĕчĕпе мар, килти ĕне сĕчĕпе ỹссе тĕрекленччĕр.
КАЯРАХ юлса пулин те, эпĕ Аркадий Александровича аллине чăмăртасах юбилей ячĕпе саламларăм. Юман пек çирĕп сывлăх сунтăм.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru