Эй, яш-кĕрĕм... Мĕншĕн эс ялтан каясшăн?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-26 08:16:39 Версия для печати
ЫРАН эпир Раççей çамрăкĕсен кунне паллă тăватпăр. Çирĕм пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ çак уяв яш-кĕрĕмшĕн çеç мар, кашни çыншăн пысăк савăнăçпа иртет. Мĕншĕн тесен эпир пурте çамрăк пулнă, вăй хурса ĕçленĕ, çул çитсен Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ, шăпчăк юрриллĕ çуркунне хĕрỹ юратупа хĕмленнĕ, çут пуласлăх пирки ĕмĕтленнĕ.
«Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,
Ах мĕн-ма-ши вăл хăвăрт иртет?»
- çапла юрлать пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр Николай Столяров Чăваш радиопа. Ваçлей Давыдов Анатри поэт сăмахĕсемпе Юрий Жуков композитор кĕвĕленĕ çак юрă пурне те тарăн шухăша ярать пулĕ, тен, хăшĕ-пĕрин куççулĕ те тухĕ.
Нумайранпа пыракан ырă йăлапа, Раççей çамрăкĕсен кунĕнче пирĕн районта «Чи лайăх çамрăк специалист» конкурса пĕтĕмлетĕç, ĕçре те, общество пурнăçĕнче те маттур каччăсемпе хĕрсене палăртĕç. Унччен çак конкурса 30 çула çитичченхисем çеç хутшăнма пултаратчĕç пулсан, халĕ 35 çултисен те мала тухма май пур. Шел, конкурс пуласси çинчен район администрацийĕн сайтне июнĕн 15-мĕшĕнче çеç хыпар вырнаçтарнă, документсене оргкомитет çак уйăхăн 21-мĕшĕччен кăна йышăнасси çинчен асăрхаттарнă. Пĕр эрне хушшинче документсем пуçтарса хатĕрлеме пĕрре те çăмăл мар, хĕрỹ ĕçри çынна пушшех те йывăр. Предприяти (учреждени, организаци) хисеплĕ ят пама ыйтса çырни те (ходатайство), ĕçрен панă характеристика та, «Манăн професси тĕллевĕ» эссе те, сăн ỹкерчĕксемпе видеоматериалсем те кирлĕ иккен. Тракторист е вăрманçă, суту-илỹре тăрăшакан е çамрăк медик мĕнпур ĕçне пăрахса кирлĕ хутсем хатĕрлессишĕн сиккипе чупса çỹресен те ĕлкĕреймĕ. Хуть те мĕн калатăр та кун пирки хисеплĕ оргкомитет, анчах та маншăн çак конкурса ячĕшĕн çеç ирттернĕ пек туйăнать. Енчен те манпа килĕшместĕр пулсан, хăвăр тĕрĕс тунине хаçатра çырса ĕнентерĕр, çамрăксен вут та пăрăç пулмалла, кирлĕ документсене хатĕрлессишĕн маларах чупма тытăнмалла тесен те чунра ырă мар туйăм юлать.
Çамрăксемшĕн тăрăшатпăр тетпĕр,клубсене юсаса илемлететпĕр, музыка инструменчĕсем туянса паратпăр, спорт сооруженийĕсем тăватпăр. Ку пурте лайăх-ха, сывлăхлă та пур енлĕн аталаннă çамрăк ăру çитĕнни çĕршывăмăра паян та, ыран та, малашне те питĕ кирлĕ.
Çапах та ку çеç çителĕксĕр. Çамрăксене чăн малтан ĕçпе тивĕçтермелле. Конкурс ирттернĕ чухне те вун-вун каччăпа хĕр хушшинче чи тивĕçлине суйласа илме май пултăр. Халĕ вара районта 35 çула çитмен механизаторсене шутласа тухма пĕр алăри пỹрнесем те çитеççĕ. Фермăра та виçĕ çамрăк çеç ĕçлеççĕ. Икĕ фермер пур-ха, çапах та конкурс ячĕ «Чи лайăх çамрăк специалист» пулнине кура çĕнтерỹçĕсем хушшинче трактористсемпе дояркăсене, ветеринари ĕçченĕсене те курас килет.
Çакă та шухăшлаттарать: кăçал вăтам шкул пĕтерекенсем тата 9 класран вĕренсе тухакансем хушшинче яла кирлĕ специальноçсене миçе çамрăк суйласа илĕ-ши? Каччăсемпе хĕрсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, ытларахăшĕ юрист е экономист, пĕр шкулти пилĕк выпускник вара хулари кафере бармен пуласшăн иккен. Шел, тракторист е ветеринар пулас ĕмĕтлисем питех палăрмарĕç. Тен, çамрăксем хăйсен шухăшне улăштарма та пултарĕç, вĕсем аслă шкулта е вăтам специальноç паракан вĕренỹ çуртĕнче тивĕçлĕ пĕлỹ илсе тăван района таврăнĕç? Шанас килет, çамрăксемсĕр ял шăпчăксăр вăрман пекех...
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru