Вăрçă... Епле хăрушă эсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-22 08:38:18 Версия для печати
1941 Çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. 1418 куна тăсăлнă хаяр вăрçă Совет Союзĕ çĕнтернипе, хаяр тăшмана хăйĕн йăвинчех - Берлинта тĕп тунипе вĕçленнĕ. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи Аслă Çĕнтерỹ тĕнче историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă.
Совет Союзне çĕмĕрсе тăкасси, ăна Германи колонийĕ туса хурасси, Европăра тата пĕтĕм тĕнчипе пуç пулса тăрасси Гитлерпа унăн хỹрешкисен тĕп тĕллевĕ пулнă. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хамăрăн ирĕклĕхĕпе никама та пăхăнманлăха хỹтĕленĕ. Европăри патшалăхсене те фашизм тыткăнĕнчен хăтарнă.
Фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăйлă хĕç-пăшалланнă 179 дивизипе кĕрсе кайнă, вĕсенче кашнийĕнчех 16-шар пин çын шутланнă. Тĕпрен илсен, нимĕç çарĕсем пĕр вăхăтрах Мускав, Ленинград тата Киев еннелле тапăннă. Совет Союзĕн Хĕвел анăç чиккинче 56 дивизи тăнă, кашни соединенире 12-шер пин çын пулнă. Самолетсемпе танксем тата орудисемпе минометсем те нимĕçсен ытларах шутланнă. Çакнашкал йывăр условисенче вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче Хĕрлĕ Çарăн чакма тивнĕ.
1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Патшалăх Оборона комитетне (ГКО) туса хунă. Унăн председателĕ пулма ВКП (б) Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарьне И.В.Сталина уйăрса лартнă. Оборона комитечĕ фронта хĕç-пăшалпа, апат-çимĕçпе тивĕçтерес ĕçе йĕркелесе пынă.
Фронтсенчи ĕç-хĕле йĕркелеме Верховнăй Главнокомандованийĕн Ставкине çирĕплетнĕ. Верховнăй Главнокомандующи тивĕçне те И.В.Сталин пурнăçланă.
Вăрçă пирĕн çĕршывăн çав тери пысăк территорине йышăннă - Баренц тинĕсĕнчен пуçласа Хура тинĕс таранах.
1941-1942 çулсенче фронтсем ытларах оборонăра тăнă. 1943-1945 çулсенче çарсем наступленире пулнă. Вĕсем Совет Союзĕн территорине тата Европăри патшалăхсене фашист эшкерĕсенчен тасатнă. 1941-1945 çулсенчи вăрçăра пурĕ вăтăра яхăн фронт пулнă.
Берлина штурмлама Пĕрремĕш Белорусси фрончĕ (командующийĕ Г.Жуков), иккĕмĕш Белорусси (К.Рокоссовский) тата Пĕрремĕш Украина (И.Конев) фрончĕсем хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Верховнăй Главнокомандующи тивĕçне питĕ пултаруллă пурнăçланăшăн,тăшмана тĕппипех çапса аркатнăшăн И.В.Сталин Генералисимус званине тата Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.
1941-1945 çулсенче Шăмăршă районĕнчен пурĕ 5103 çынна фронта кайма повестка панă. Салтака кайнă арçынсемпе йĕкĕтсем хушшинче хĕрсем те пулнă. Фронта ăсатнă район çыннисенчен 2331-шĕ каялла таврăнайман. Вĕсем хаяр çапăçусенче паттăррăн çапăçса пуç хунă е хыпарсăр çухалнă. Хăшĕ-пĕри тăшман тыткăнĕнче асапланса вилнĕ.
2772 фронтовик тăван яла каялла таврăннă. Вĕсен ытларах пайĕ аманнă е инвалид пулнă.
Канăçа пĕлмесĕр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе тылра Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çынсен ячĕсем те пирĕн истори страницисенче яланлăхах çырăнса юлĕç.Тыл ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывăхартма пысăк тỹпе хывнине шута илсе, вĕсенчен чылайăшне Совет правительстви «1941- 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Çак чыслă наградăна тивĕçнисем хушшинче ачасем те пулнă.
Вăрçăран таврăнман салтаксем,
Вăйпитти арçынсем, каччăсем.
Кĕтрĕç, кĕтрĕç сире аннесем,
Арăмсем, савнисем, ачасем. Таврăнмарăр,ах, таврăнмарăр,
Çĕнтерỹ черккине йăтаймарăр.
Вăрçăран таврăнман салтаксем,
Асăнаççĕ сире чĕррисем
Ешереççĕ хитре чечексем,
Мантармаççĕ сире палăксем.
Таврăнмарăр, ах, таврăнмарăр,
Савăнса, пурăнса кураймарăр.
Вăрçăран таврăнман салтаксем,
Чуптуса та курман каччăсем.
Кĕтрĕç,кĕтрĕç, сире савнисем,
Ак, паян та тăлăх вĕсем.
Таврăнмарăр, ах, таврăнмарăр,
Ваттисен тăприне таптаймарăр...
Иван САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru