Каçар, çамрăк ăру...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-22 08:31:48 Версия для печати
КОЛХОЗСЕМПЕ сыв пуллашнăранпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ. Сутма май пуррине сутса ятăмăр, сутайманнине çĕмĕрсе-ватса тăкрăмăр. Çук, пирĕн тăрăхра çĕр чĕтĕремен, апла пулин те ишĕлчĕксенчен халĕ те хăтăлса пĕтейместпĕр. Асанкассисем маттур-ха, ял хĕрринчи выльăх-чĕрлĕх комплексне (тахçан 1000 пуç ытла сысна тата мăйракаллă шултра выльăх усранине) самантрах ватса тăкрĕç те кирпĕччисемпе бетон татăкĕсене турттарса кайрĕç. Халĕ ку вырăнта çамрăк вăрман çĕкленет, вăйлă çил вĕрсен вĕлтĕрен каш! кашлать. Ватăрах çынсем çеç тахçан çак фермăра чунтан тăрăшса ĕçленине, сысна çурисемпе çамрăк пăрусене пĕчĕк ачана пăхнă пек юратса ỹстернине, патшалăха центнер ытла таякан сыснасем ăсатнине аса илеççĕ те, ассăн сывлаççĕ.
Юрĕ, тейĕпĕр, колхоз çук пулсан ферми те никама та кирлĕ мар пуль. Анчах хăш-пĕр çĕрте юхăнса ларакан хуралтăсем çине пăхатăн та, чун ыратать. Вĕсем ял, район, республика ятне яраççĕ вĕт-ха.
Акă, Шăмăршăран Чаткаса кайнă чух аслă çулăн сулахай енче - Палтиел тĕлĕнче - çурри ишĕлнĕ вăрăм çурт-хуралтă курăнать. Тахçан кунта «Мир» колхозăн сысна ĕрчетекен комплексĕ вырнаçнăччĕ. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ çак комплекс ишĕлчĕкĕсем ял сăн-сăпатне пăсаççĕ. Унтанпа район пуçлăхĕсем те улшăнчĕç, ял тăрăхне те урăх çын ертсе пыма пуçларĕ - ишĕлчĕкрен çав-çавах хăтăлаймастпăр-ха. Тата миçе çул кĕтмелле-ши яла пырса кĕнĕ çĕрти çĕмрĕк витесенчен тасалса çитессе? Е пĕр-пĕр инкек пуласса кĕтетпĕр?
Ялсенче силос е сенаж траншеи пулнă вырăнсем юхăнса выртнине, автовиçесем халь-халь ишĕлсе анас пек çил çинче чĕтĕрĕнсе ларнине, унчченхи колхозран юлнă ытти хуралтăсем йăванма пуçланине асăрхатăн. Мĕн, çамрăк ăрăва кăтартмалли музей экспоначĕсем-и вĕсем? Чăнласах та уçă пĕлĕт айĕнчи музей тăвас тетпĕр пулсан, çав-çав вите-хуралтăна кам «тăрăшнипе» аркатма пуçланине, ырлăх-пурлăха кам тустарма тытăннине те пĕлччĕр ачасем. Пĕлччĕр те, урăхран нихăçан та пирĕн пек ăссăрла ĕç ан туччăр.
Хытă ятла пире, çамрăк ăру, хамăр ларакан турата хамăрах касса тислĕк çине лаплатсах ỹкнĕшĕн. Асаттесем хăйсен сывлăхĕсене шеллемесĕр, вĕри тар тăкса тунине мăнуксем çĕмĕрсе-ватса тăкнăшăн каçарма пултарĕç-ши?
Йĕркесĕрлĕхе пĕтермеллех, унсăрăн эпир историе «аркатакансем» ятпа кĕрсе юлăпăр. Шăмăршăри промкомбинатпа кирпĕч заводне тĕппипех аркатрăмăр, «Сельхозтехника» предприятие тустарса тăкрăмăр. Çĕмĕрмелли тата мĕн юлчĕ-ши?
Патшалăх яла çĕнетсе илемлетме миллионĕ-миллионĕпе укçа уйăрса парать вĕт-ха, эпир, вырăнтисем, урамри çурăк валашкана та пуçтарса хума тăрăшмастпăр. Çул сараççĕ - çĕмĕретпĕр, урама йывăç лартаççĕ - качакасенчен кăшлаттарса хăртатпăр, сывлăх çурчĕсемпе культура учрежденийĕсем туса параççĕ - яла пăрахса хулана таратпăр...
Хуçасăрлăх «музейĕ» çеç экспонатсемпе пуянланса пырать. Çук, кулас килмест пĕрре те, ишĕлчĕксене курсан куç шывланать...
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru