Ылтăн тырă кашлать уй-хирте,
Тăрăшать ывăнмасăр ĕçчен.
Ырлăх-пурлăх тăвать çĕр çинче -
Çавăнпах эс пуян, Чăваш Ен.
Заводсен, фабриксен сассипе
Илĕртет Шупашкар инçетрен.
Эс мухтавлă ялан ĕçỹпе -
Ман юратнă çĕршыв - Чăваш Ен!
Ытарма çук илемлĕ вăхăтра - хĕвеллĕ çу кунĕсенче çуралнă пирĕн Чăваш çĕршывĕ. 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче ВЦИК тата РСФСР Совнаркомĕ Чăваш Автономи облаçне туса хурасси çинчен калакан Декрета алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Автономи облаçне Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар, Çĕрпỹ тата Етĕрне уесĕсене, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва тата Кăрмăш уесĕн пĕр пайне, Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск уесĕнчи хăш-пĕр ялсене кĕртнĕ.
Çĕнĕ административлă единицăна ертсе пыма РКП (б) Тĕп Комитечĕн Оргбюро постановленийĕпе Революци комитечĕ (Ревком) туса хунă.
Декретра çирĕплетнине пурнăçласа, çĕнĕ Чăваш Автономи облаçне 17 вулăслă Шупашкар, 19 вулăслă Çĕрпỹ тата 20 вулăслă Етĕрне уесĕсене кĕртнĕ. Пирĕн Шăмăршă тата Шамкай вулăсĕсем те Çĕрпỹ уесĕнче шутланса тăнă.
1921 çулхи статистика отчечĕ çирĕплетнĕ тăрăх, 10 пин тăваткал метр йышăнакан Чăваш Автономи облаçĕн территорийĕнче 805 пин çын пурăннă.
Калас пулать, Автономи облаçне туса хуни чăваш халăхĕн пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăннă. Чăвашсен хăйсен патшалăхĕ, хăйсене ĕмĕрлĕхех çирĕплетсе панă çĕр пулнă. Чăваш халăхĕ патшалăхăн ертсе пыракан органĕсенче ĕçлеме хăйĕн чи пултаруллă, чи маттур ывăл-хĕрне суйлама пултарнă. Хуласемпе ялсенче çĕнĕ пурнăçшăн тăрăшас, экономикăна тĕреклетессишĕн кĕрешес юхăм анлăн сарăлнă. Чăваш çĕршывĕнче аслă шкулсемпе техникумсем уçăлма тытăннă. Çĕнĕ заводсемпе фабрикăсем çĕкленнĕ, çул-йĕр строительствинче улăпла утăмсем тунă...
Чăваш АССРне Тăван çĕршыв 1935 çулта Ленин орденĕпе, 1970 çулта Октябрьти революци орденĕпе, 1972 çулта Халăхсен туслăхĕн орденĕпе наградăланă.
Вăхăт пирĕн республика пурнăçне те пысăк улшăнусем кỹчĕ. СССР арканнă хыççăн Чăваш АССРĕ вырăнне Чăваш Республики (Чăваш Ен) теме пуçларăмăр. Республикăра 9 хулапа 235 сала, 122 поселок, 1362 ял шутланаççĕ, вĕсем республикăна пăхăнса тăракан 5 хулапа 21 района пĕрлештереççĕ.
Экономикăри йывăрлăхсем нумай пулин те, Чăваш Республики промышленноçри тата ял хуçалăхĕнчи ĕçсемпе Атăл тăрăхĕнчи ытти республикăсемпе облаçсем хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла калать: чăваш халăхĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, ăс-тăн пуянлăхĕпе Раççейри ытти пур халăхшăн та ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Уяв ячĕпе сана, тăван Республика! Уяв саламĕ сире, Шăмăршă районĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!
С.ИВАНОВ.