Кăçалхи Акатуйра «Çур аки чемпионĕ» ята «Колос» Агрофирма» ООО тракторисчĕ Петр Захаров тивĕçни çинчен пĕлтерчĕç, хастар та пултаруллă çĕр ĕçченне халăх умĕнче чысларĕç. Уявра эпĕ Петр Васильевичпа тĕл пулса калаçрăм.
- Хумханатăп, - терĕ сăпайлă çын, кăкăрĕ урлă çакнă хĕрлĕ хăйăва тỹрлеткелесе. - Пĕтĕм халăх пăхрĕ вĕт-ха ман çине. Эпĕ ĕмĕр тăрăшшĕпех хирте ĕçленĕ, йышлă çын умĕнче курăнсах кайман.
- Петр Васильевич, Эсир 540 гектар тырă акни çинчен каларĕç. Механизаторта 40 çул ытла ĕçлесе, миçе гектар сухаланине-акнине шутласа пăхман-и?
- Çук ĕнтĕ (кулать). Шутлама вăхăт та тупăнман. Çĕр чăмăрĕ йĕри-тавра сухаласа тухнă чухлĕ ĕç тунă пулĕ. Тен, ытларах та-и.
1972 çулта Пуянкасси шкулĕнчен вĕренсе тухрăм та, Казахстанри Павлодар облаçне тракториста вĕренме кайрăм. Училище пĕтернĕренпе мĕн ватăличченех тăван ял уй-хирĕнче тырпул çитĕнтернĕ.
- Мĕнле кăна техникăпа ĕçлемен-ши Эсир? Комбайнпа тырă вырнине, сахăр чикĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртнине те лайăх астăватăп-ха...
- Çапла, Т-25, ДТ-75, МТЗ тракторсемпе ĕçлерĕм.Хĕрỹ тапхăрта тĕштырă тата чĕкĕнтĕр комбайнĕсене те шанса паратчĕç.Хушнине яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
- Петр Васильевич! Пĕлтĕрхи июлĕн 29-мĕшĕнче Эсир пенсие кайрăр. Халĕ 61 çул тултаратăр.Ывăнтармарĕ-и йывăр та канăçсăр ĕç?
- Пенсие тухнă тени килте диван çинче выртмалла тенине пĕлтермест пуль (кулать). Хама шанса панă «хурçă утран» тата пĕрле ĕçлекен юлташсенчен епле уйрăлăн-ха? Паян та эпĕ Акатуя килес умĕн трактора тĕрĕслерĕм. Çумăр çума чарăнсан хире гербицид пĕрĕхетпĕр. Эпĕ пĕверен шыв турттарса тăратăп.
Ватă механизаторсем ĕçлеме пăрахсан вĕсене кам улăштарĕ? Çак ыйту мана хытă пăшăрхантарать. Çамрăксене ялти профессисене суйласа илсе çĕр çинче ĕçлеме тархасласах ыйтатăп. Эсир пирĕн ĕçе малалла тăсмасан, ял шăпи питĕ хурлăхлă. Пуянкасси хирĕсене Китайран килсе акса парасса, вĕсемех тухăçа пуçтарса кĕртессе кĕтер мар, хамăр çĕр çинче хамăрах хуçа пулар.
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.