«Тавах Сире, тухтăр, ырă кăмăлăршăн!»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-15 08:40:33 Версия для печати
Полковникова ОВ.jpg
ТУХТĂР тивĕçĕ чирлĕ çынна пĕр тăхтаса тăмасăр пулăшма, чунĕпе тата шухăш-тĕллевĕпе таса пулма хистет. Сиплев ĕçне парăнса ĕçлекен врач пулăшу ыйтакан çыннăн кун-çулĕшĕн хăйне яваплă туять. Çакнашкал чăн-чăн тухтăрсем, хăйсен ĕçри тивĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçлакансем, пирĕн районта та сахал мар.
... Ольга Леонтьева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Шăмăршăри тĕп больницăна 1997 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан ĕçлеме килчĕ. Ăна участокри врач-терапевт тивĕçне шанса параççĕ. Ун чухне çак больницăра унăн ашшĕпе амăшĕ те ĕçленĕ-ха: Василий Андреевич Леонтьев – туберкулеза хирĕç кĕрешекен кабинет заведующийĕ, Дарья Васильевна - фтизиатора пулăшакан медицина сестри. Çавăнпа та Ольга хĕрĕ вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн вĕсен профессине суйласа илсен, ашшĕ-амăшĕ питех те кăмăллă пулнă. Сăмах май, Дмитрий ывăлĕ те аслă пĕлỹллĕ стоматолог, халĕ Мускавра анестезиолог-реаниматолог пулса ĕçлет - медицина наукисен кандидачĕ.
Çапла 21 çул ĕнтĕ Ольга Васильевна терапевт Леонтьевсен çемье династине малалла тăсать. Пысăк яваплăхпа, çỹллĕ шайри ăсталăхпа. 2015 çултанпа вăл аслă категориллĕ врач. Виçĕ ялти - Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă - 1320 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать, вăхăтра медицина пулăшăвĕ парать. Юлашки çулсенче унăн участокĕнче чылай кăтарту лайăхланни палăрать. Сăмахран, юн тымарĕ тата чĕре чирĕсемпе чирлесси, сахăр диабетне пула инвалид ушкăнĕилекенсен хисепĕ тата васкавлă пулăшу ыйтакансен шучĕ чакни. Çакна унăн участокĕнче пурăнакансем вăл çине тăнипе вăхăтра диспансеризаци тухни те пулăшать ĕнтĕ. «В» гепатитран тата грипран вакцинаци туни те витĕм кỹрет. Ача çураласси вара пĕчĕккĕн ỹссе пырать. Юлашки виçĕ çул хушшинче пепкесем тата вĕсен амăшĕсем вилни пачах та пулман. Паллах, çак çитĕнỹсем пурте участок врачĕ тăрăшнипе, вăл хăйĕн ĕçри тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе çыхăннă.
Кунсерен вăтамран 20-25 чирлĕ çын йышăнма май тупать О.Полковникова. Унăн кабинечĕ нихăçан та çынран пушă тăмасть. Ĕç кунĕ вĕçленсен те чирлисемпе яланах кăмăллă калаçать вăл - эмелпе те, ырă сăмахпа та пурне те пулăшать. График тăрăх, кашни эрнерех Карапай Шăмăршăри фельдшерпа акушер пунктĕнче те ял халăхĕн сывлăхне сăнаса тăрать, чирлисене - сиплет.
- Медицина - манăн чун туртăмĕ, - тет Ольга Васильевна. - Виççĕмĕш теçетке ĕçлесе те пĕрре те ỹкĕнни пулман-ха врач пулнăшăн. Ĕçе савăк кăмăлпа çỹретĕп, çынна пулăшу кỹме пултарнăшăн савăнатăп, - коридорта черет кĕтсе ларакан çынсене йышăнма васкать вăл.
Ĕçчен те сăпайлă Ольга Васильевнăна районта пурăнакансем пурте хисеплеççĕ, кашнинех кăмăллăн йышăнса усăллă сиплев, ырă канашсем панăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Шăмăршă тĕп больницин руководстви те ăна тăрăшса ĕçленĕшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотипе наградăланă, район администрацийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарнă. 2008 çултанпа вăл Шăмăршă ял тăрăхĕн депутачĕ. Кăçал унăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çапла чунтан тав тăваççĕ пациентсем пултаруллă та ăшă кăмăллă тухтăра.
Килĕнче вара О.Полковникова - савнă мăшăр, юратнă анне, кил-çурт вучахне упракан. Мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем - ачисем иккĕшĕ те шкулта вĕренеççĕ. Вĕсен шкулти ĕçĕсемпе те интересленсех тăрать вăл, çирĕп пĕлỹ илме пулăшать. Канмалли кунсенче ăна час-часах «Туслăх» спорт шкулĕнче курма пулать. Хĕлле унта пăр çинче ачисемпе конькипе ярăнать, çулла вĕсене тĕрлĕ спорт вăййисене явăçтарать. Ачисем сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнччĕр тесе тем пек тăрăшать ывăнма пĕлмен амăшĕ.
Хисеплĕ Ольга Васильевна! Эпир те Сире çывхарса килекен Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru