Çитĕнỹсем хавхалантараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-07 14:51:26 Версия для печати
ДШИ в конкурсе.jpg
ÇАК кунсенче Шупашкарта музыка инструменчĕпе калакан ачасен «Маленькая страна» конкурсĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти Ача-пăча искусствин шкулĕнче музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Анастасия Глазова çамрăк купăсçă - лауреат, Даша Сарафановапа Арина Русская аккордеонистсем - 1 степень Диплома тивĕçнĕ (преподавателĕ С.Кудряшова). Республика шайĕнчи пирвайхи Дипломсем çамрăк музыкантсене малашне тата пысăкрах çитĕнỹсем тума хавхалантарса тăрĕç.
Халĕ Интернет пулăшнипе темле конкурса хутшăнма та май пур. Акă нумаях пулмасть «В стране кошек» ỹкерчĕксен дистанциллĕ конкурсне хутшăннă ачасен ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. А.Захаровапа М.Евграфова, В.Погашова, К.Тихонова, Е.Батрова - 1 степень, С.Скворцова, А.Кудряшова, С.Харитонова, Ю.Харитонова - 2 степень Дипломсене тивĕçнĕ. Вĕсен преподавателĕ - З.Морозова.
Çавăн пекех Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем «Çамрăк талантсем» конкурсра та палăрнă. В.Цыганова, А.Шамеев, Д.Убасева малти вырăнсене йышăннă (преподавателĕ О.Убасева). В.Цыганова тата С.Ивашина ача-пăча кĕнекин эрнине халалланă конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ, призер пулса тăнă.
С.Полковникова «Манăн юратнă анне», А.Глазова «Тĕлĕнмелле валентинка» конкурссенче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тата вĕсен преподавателĕсене çитĕнỹсемпе саламлатпăр, ачасене вара малашне те пултарулăх конкурсĕсене активлă хутшăнма ăнăçу сунатпăр.
Ю.ЦЫГАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru