Йỹнĕрех хакпа çырăнма та, пĕр машина вутăллă пулма та май пур! Васкăр, туссем!

ХИСЕПЛĔ ВУЛАКАНĂМĂР! Районти çыхăну уйрăмĕсенче майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа майăн 26-мĕшĕччен «Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ» акци иртет. Çак вунă кун хушшинче почтăра 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулĕ валли «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата йỹнĕрех хакпа - 419 тенкĕ те 94 пуспа çырăнма пулать. Тепĕр çĕнĕлĕх: «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулĕнче электрон мелĕпе илсе тăма май пур. Хакĕ – 150 тенкĕ. Çакна валли сирĕн редакцие килсе хăвăрăн электрон почтина çырса хăвармалла. Е редакцин электрон адресĕ shemur@press.cap.ru çине ярса пама пултаратăр. Редакцие пырса илме кăмăл тăвакансене ултă уйăхшăн 200 тенкĕпе çырăнтаратпăр. Шăмăршăри «Союзпечать» киоск урлă та хаçатлă пулма пултаратăр. Хаçата çырăнса вутăллă пулма пултарнине те манса каяр мар, туссем! Квитанцисене пирĕн пата çитерме тăрăшăр, кĕрсе тухăр е почта урлă çырупа вĕçтерĕр. Хапăл туса кĕтетпĕр! РЕДАКЦИ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru